Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр

 

12970Килте кашӑк-ҫӑпала шалтӑртатмасӑр пулмасть.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12971Килте кипкепе, ялта янлашка.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12972Килте мӗн пуррине ялта ан сар.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12973Килте мӗнле, ялта ҫапла.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12976Килте нумаййи пасарта та йӳнӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12978Килте пур чухне кӳршӗ те кирлӗ мар.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12977Килте пурри сых ятне.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12974Килте сӑра ӗҫтерет, уйра шыв памасть.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12979Килте ҫиме пӗтнӗрен хӑна тӑрӑх каймаҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12980Килте ҫини килех юлать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12981Килте ҫукки пасарта та хаклӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12975Килте-ҫуртра тиркӗ-ҫӑпала шалтӑртатмасӑр пулмасть теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12983Килтен киле кӗл алласа ан ҫӳре.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12984Килтен тухман — кӗл чӑххи.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12991Килти — килте юлтӑр, ютри — ютра тӑтӑр.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12985Килти ӑс ҫулта юрамасть.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12986Килти вӑрӑ кил салатать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12987Килти вӑрра тытма хӗн.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12988Килти выльӑх килех пӑхать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12990Килти капӑр яла тухать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12992Килти пӑхӑр ютри ылтӑнран хаклӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12993Килти пурнӑҫа кӳршӗрен ыйт, кӳршӗ пурнӑҫне ют ялтан ыйт теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12995Килти сӑмах яла ан тухтӑр.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12994Килти сӑмаха кӳршӗре калама хушман.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12996Килти сӑмаха яла тухса ан кала, ялти сӑмаха киле килсен ан кала.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12997Килти сухари ютри хуплуран ҫемҫерех.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12998Килти ҫӳппе юта ан сӗтӗр.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
12999Килти тӑвӑл тултинчен усал.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13000Килти ута кам тытмӗ?Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13001Килти хак тӑрӑх пасар хакӗ ҫӳремест.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13002Килти хитре яла тухман.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13003Килти хыпара кӳршӗрен ыйт.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13004Куккана куриччен курас килет, курсассӑн сысас килет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13005Курса калаҫма лайӑх пӗртӑван, ӗҫсе-ҫиме лайӑх ҫичӗ ют.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13006Кучченеҫ илсе каякан ырать теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13007Кучченеҫ нумай пулмасть.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13008Кучченеҫ тӑранмалӑх мар, тутанмалӑх.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13009Кучченеҫ тутлӑ пулать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13010Кучченеҫ хире-хирӗҫ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13016Кӳршӗ — ҫур пурнӑҫ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13014Кӳршӗ кӳрше ӑмсанать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13015Кӳршӗ пуян пулсан хапхуна питӗрсе тыт.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13017Кӳршӗ тӑван-пӗтенрен те хаклӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13018Кӳршӗ тӑванран та маларах.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13011Кӳршӗ-аршӑ аякри тӑванран паха.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13012Кӳршӗ-аршӑ лайӑххи килти ҫемьепе пӗрех.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13013Кӳршӗ-аршӑпа, ял-йышпа пурӑнма пӗлмен ҫын нихҫан та пархатар курас ҫук.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13019Кӳршӗн качаки те ӗне пек курӑнать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13020Кӳршӗн чӑххи хур пек, арӑмӗ хӗр пек.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13021Кӳршӗсӗр кун ҫук, вилсен кӳршӗ кирлӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр